Дистанционная олимпиада «Чăвашлăх тĕнчи»

Уважаемые учителя чувашского языка!

Приглашаем учащихся 5-9-ых классов школ города принять участие в дистанционной олимпиаде по чувашскому языку, литературе и культуре в рамках Недели чувашского языка, организованной клубом любителей чувашского языка МОУ «СОШ №2» г.Шумерля  «Асамат».

 

Дистанционная олимпиада «Чăвашлăх тĕнчи»

 

1.  Задачи Олимпиады:

·      Повышение познавательного интереса к чувашскому языку, литературе и культуре родного края;

·      Активизация внеклассной и внешкольной работы по чувашскому языку.

2.Организаторы Олимпиады:

Клуб любителей чувашского языка «Асамат» МОУ «СОШ №2» г. Шумерля.

3. Участники Олимпиады:

Участниками Олимпиады могут стать учащиеся 5-9 классов, изучающие чувашский язык, а также ученики, неравнодушные к чувашской культуре. Каждый участник получит сертификат, а победители – грамоты.

4. Сроки  и условия проведения Олимпиады:

·        Олимпиада проводится с 22 апреля по 29 апреля 2011 года.

·        Каждый ответ на вопросы Олимпиады должен быть пронумерован и совпадать с № вопроса Олимпиады

·        В предлагаемой форме должна быть заполнена заявка от участника Олимпиады, содержащая следующие сведения: Ф.И.О. с указанием года рождения, класса, школы, района;  Ф.И.О. руководителя, должность и место работы, телефон, электронная почта

5. Порядок приема работ

Ответы на вопросы Олимпиады принимаются до 29 апреля 2011 г. по электронному адресу:  school2school2@mail.ru

 

 

 

«Чăвашлăх тĕнчи» инçет олимпиада ыйтăвĕсем.

 


 

1.      Çумăр чÿкĕнчи апат-çимĕç.

1)      яшка

2)      хуплу

3)      çăмарта

4)      икерчĕ

 

2.      Туй вĕçленнĕ хыççăнхи ĕç.

1)      Шилĕк сÿтни

2)      Хут уйăрни

3)      Парне пани

4)      Венчет тăни

 

3.      Çĕнĕ пÿрт тунă чух никĕс пăтти хăçан çиеççĕ?

1)      Никĕс янă хыççăн

2)      Пÿртне лартса пĕтерсен

3)      Урай сарсан

4)      Мачча сарнă хыççăн

 

4.      Яла чир-чĕр килсе ерсен мĕнле йăла-йĕрке туса ирттереççĕ?

1)      Чÿк тăваççĕ

2)      Хĕр аки тăваççĕ

3)      Ниме тăваççĕ

4)      Юмăç патне каяççĕ

 

5.      Салтака каякан каччă савнă хĕрне мĕн парнелесе хăварать?

1)      Сăмса тутри

2)      Тутăр

3)      Кĕпе

4)      Пиçиххи

 

6.      Салтак ăсатнă чух сĕтел çине чи хаклă, сумлă апат лартнă. Мĕн-ши вăл?

1)      Яшка

2)      Пăтă

3)      Шаркку

4)      Хуплу

 

7.      Чăвашсен çаран çулма тухас умĕн ирттернĕ уявĕ.

1)      Ниме

2)      Хĕр сăри

3)      Çинçе

4)      Уй чÿк

 

 

 

8.      Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнекинче» Турăсемпе ыр-хаярсен шучĕ миçе-ши?

1)      36

2)      87

3)      100 ытла

4)      600 ытла

 

9.      Чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, географĕ тата этнографĕ.

1)      В.Н.Магницкий

2)      Н.И.Ашмарин

3)      И.Я.Яковлев

4)      С.М.Михайлов

 

10.  Иван Яковлева усрава илнĕ кил-йышăн хушамачĕ.

1)      Яковлев

2)      Пахомов

3)      Кириллов

4)      Иванов

11.  Юхма Мишшин чăн хушамачĕ.

1)      Илларионов

2)      Казанков

3)      Ильин

4)      Иванов

 

12.  «Пилеш» сăмах камăн хушма ячĕ?

1)      Иван Ивник

2)      Герасим Харламьев

3)      Нестер Янкас

4)      Илле Тукташ

 

13.  «Туссем калаçнă чух,

Тăван чĕлхемĕр

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе»

Çак йĕркесен авторĕ:

1)      П.Хусанкай

2)      В.Митта

3)      М.Çеçпĕл

4)      Я.Ухсай

 

14.  Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ 50 çул тултарчĕ. Кам-ши  вăл?

1)      Я.Г.Ухсай

2)      В.В.Тургай

3)      М.Н.Юхма

4)      Ю.С.Семендер

 

 

15.  Ĕлĕкхи чăваш кĕпин хул хушши айне çĕлесе кĕртсе лартнă пайĕ.

1)      Кĕштек

2)      Кÿнчĕк

3)      Хултăрмач

4)      Енчĕк

 

16.  Пуç пÿрнепе шĕвĕр пÿрне вĕçĕсем хушши.

1)      Чике

2)      Шит

3)      Хур

4)      Хăлаç

 

17.  Выльăхăн çуркунне тăкăнакан çăмĕ.

1)      Йăпшак

2)      Йăпăшт

3)      Йăптăх

4)      Йăпăлт

 

18.  Арăм йăмăкĕн упăшки.

1)      Пăяхам

2)      Пуçана

3)      Пултăр

4)      Хуньăм

 

19.  Сăпка çакмалли шăчă, шалча.

1)      Пĕкече

2)      Хăнкăрма

3)      Картлам

4)      Сиктĕрме

 

20.  Кантăр е йĕтĕн кĕлти.

1)      Çурăм

2)      Çатан

3)      Сурат

4)      Çĕмел

 

21.  Авалхи чăваш сăмахĕ: ватă çын, ырă ĕçе вĕрентекен.

1)      Шаман

2)      Шарал

3)      Ăсчах

4)      Ăстаçă

 

22. «Чĕлхемĕр шăпи паянхи çамрăк ăрура» эссе çырăр.